Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

С (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Саккон — 1) Патшалӑхри халӑхӑн пурӑнӑҫне йӗркелесе пымашкӑн правиттӗлствӑ кӑларакан правӗлӑсем, текретсем. 2) Етем хӑй шухӑшӗпе улӑштарма пултарайман тӗнче йӗркисем.
Сапотташ — хран. — Ӗҫе йури, пӗлсе пӑсса пыни. Ӗҫлекенсем стачкӑсем тунӑ чух сапотташланӑ. Октьапӗр Револьутси пулсан — патша чиновнӗкӗсем ӗҫҫынни правиттӗлствине тӗп тӑвашшӑн пулса, нумайччен сапотташласа пынӑ.
Сапотташнӗк — Сапотташлакан ҫын.
Сатйччӑ — 1) Нумай шухӑшласа тумалли, йывӑр ӗҫ. 2) Умра тӑракан ӗҫ.
Саттирӑ — лат. — 1) Поеҫире — пурӑнӑҫ йӗркисенчен кулса, мӑшкӑласа ҫырни; 2) мӗлле те пулин йавленине ҫиленсе мӑшкӑласа кулмалла йенчен кӑтартни.
Сатмени — Хӗвел сатмени — уйӑх ҫӗр тавра ҫавӑрӑннӑ чух хӗвел тӗлне пулнӑран, уйӑх мӗлки ҫӗр ҫине ӳкнӗрен хӗвел тӗттӗмленни. Уйӑх сатмени — ҫӗр хӗвел тавра ҫавӑрӑннӑ чух уйӑхпа хӗвел хушшине пулнӑран, ҫӗр мӗлки уйӑх ҫине ӳкнӗрен уйӑх тӗттӗмленни.
Саҫҫетаньи — Лару, пуху.
Сал — ним. — Пысӑк, таса пӳлӗм.
Салок — Йапала парса вӑхӑтлӑх укҫа илни. Пӗр-пӗр ӗҫре йапаласем вӑхӑтлӑха илсе тӑмалла пулсан, ҫав йапаласем ҫухаласран тытса йулакан, малтан хывнӑ укҫа.
Самеҫтиттӗл — Вырӑнне пулса тӑракан: пӗр-пӗр учрештени пуҫлӑхӗ ҫук чух, ун вырӑнне вӑл хушша хӑварнипе ӗҫлекене калаҫҫӗ.
Санкси — лат. — Пӗр-пӗр проекта аслӑ оркӑн йышӑнни.
Сантти — хран. — Ҫӗрӗмӗш пайӗ. Санттиметтр — меттӑрӑн ҫӗрӗмӗш пайӗ, санттикрам — крамӑн ҫӗрӗмӗш пайӗ, санттилиттӑр — литтӑрӑн ҫӗрӗмӗш пайӗ.
Санттиментталисӑм — Литтераттурӑра — ХIХ-мӗш ӗм. суйа клаҫҫитсисӑма хирӗҫ пыракан направлени; ытти направленисенчен — супйектӑ шухӑшӗсене, пҫиххолокине аналислесе ҫырнипе уйӑрӑлса тӑрать. Санттиментталиссем — ҫын чӗринче тӗнче ҫинчен, йурату ҫинчен, мӗскӗнсене хӗрхенесси ҫинчен шухӑшшем вӑратма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа вӗсен романӗсем хуйхӑллӑ, йӗрӳ романӗсем пулнӑ.
Савӑт — Терлӗ чӗрӗ (хальчен хапрӑк-савӑтра пулман) йапаласенчен алӑпа, йе машшинсемпе ӗҫе йурӑхлӑ йапаласем хатӗрлекен претприйатти, ҫурт.
Сайавлени — выр. — Учрештенине, йе орканисатсине мӗн ҫинчен те пулин пӗлтерсе, йе мӗн те пулин тума ыйтса ҫырнӑ хут.
Сухльор — Театтӑрта акторсене рольсене шӑппӑн каласа пыракан.
Супперхосхат — лат. — Шӑмӑ кӗлне кӗкӗрт кислутипе хутӑштарса тунӑ ҫӑнӑх майлӑ йапала, анасем ҫине тислӗк вырӑнне тӑксан питӗ аван.
Супҫити — лат. — Укҫан панӑ пулӑшу, поссопи.
Супйектӑ — лат. — Пҫиххолокипе хилосохвире — пӗччен, хӑй уйрӑм ӗҫлеме пултаракан чун, «епӗ», пур тӗнчерен хӑйне уйрӑм шухӑшлакан чун.
Сут — выр. — Ҫын айӑпӗсене тӗрӗслесе, сакконсем тӑрӑх айӑплакан учрештени.
Сунчӑк — ним. — Ҫумӑр йӗпетесрен, йе хӗвел пӗҫересрен пуҫ тӗлне тытмалли патак ҫине карнӑ пир; кирлӗ мар чухне пуҫтарса, чӗркесе хумала, вара сунчӑкран туйа пулать.
Сурт — хран. — Ӑрасна тӗс, хӑй ӑрасна качӗствӑллӑ йапала (апат-ҫимӗҫ сурчӗсем, чей, тапак сурчӗ т. ы.).
Скала — Киреллӗ тарасан пӗр пуҫне киресем лартма ҫакакан йапала.
Скантал — хран. — Усал чап сарӑкан сопытти; мӑшкӑл.
Скептик — крек. — Нимскере те шанман, ӗненмен ҫын, иккӗленекен.
Скептитсисӑм — Нимскере те шанманни, ӗненменни, иккӗленни.
Скипитар — Терппенттин ҫӑвӗ, шӑршлӑ йапала.
С. К. Р. С. — Сотсиалисӑмла Канаш Респупликӗсен Сойусӗ.
Скопкӑ — 1) Алӑк, йе арча хӑлӑпӗ. 2) Маттематтиккӑра — пӗр ушкӑн числасене тепӗр ушкӑнтан уйрӑм тӑнине кӑтартакан паллӑ.
Схемӑ — крек. — План, кӗскен кӑтартнӑ тӗп шухӑшшем.
Статтистиккӑ — крек. — Тӗрлӗ йавленисене числасем тӑрӑх ҫистемӑласа вӗренмелли йӗркесене астӑвакан науккӑ.
Статьйа — Пӗр-пӗр ыйту ҫинчен хаҫат, йе шурнал таврашӗ валли кӗскен ҫырнӑ хут.
Стачкӑ — Пастовккӑ.
Стан, станок — Пӗр-пӗр ӗҫ ӗҫлемелли, йе йапала кӳртсе лартмалли рамӑ, хатӗр. Пирстанӗ — пир тӗртмелли хатӗр. Урапа станӗ — урапан 4 кускӑҫӗ: икӗ малти, икӗ кайри кускӑҫ, Чӳрече станӗ — пӗр чӳречене лартакан икӗ рамӑ.
Стантсӑ — хран. — 1) Ҫул ҫинче канма чарӑнакан вырӑн. 2) икӗ стантсӑ хушшинчи ҫул. 3) тӗрлӗ науккӑ ыйтусене практиккӑ тӑрӑх пӑхса пӗлме тунӑ учрештени.
Стутент — лат. — Аслӑ шкулта вӗренекен.
Структурӑ — лат. — Йапала пайӗсен ҫыпӑҫӑвӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле майпа килӗшше тӑни (орканисӑмӑн, опчӗствӑн т. ы. структурӗ).
Стоппа — Хут пачки — 480 листа.
Сченӑ — лат. — 1) Театтӑрта актьорсем выльакан ҫӳлӗ вырӑн. 2) Пйессӑн пӗр йавлени, пайӗ.
Слопота — Пысӑк хуласем ҫумӗнчи йалсем, хула ҫӗрӗ ҫинчи, хуларан ӑрасна ларакан кил-ҫуртсем.
Сохвисӑм — крек. — Суйа сӑмаха тӗрлӗ сӑмах майӗсемпе тӗрӗс пек кӑтартни. Ӗлӗк Кретсире, Сократран малтан пулнӑ тӗрлӗ вӗрентекенсен тавлашу манерӗ.
Сопраньи — выр. — Пуху.
Сотсиалисатси — Опчӗствӑ аллине пани. Ҫӗре сотсиалисатсилени — пӗтӗм ҫӗре хӑйсем вӑйӗпе ӗҫлесе пурӑнакансен аллине парса, ҫӗре сутма, илме, тара пама пӑрахтарни.
Сотсиал-темократьтьи — Маркҫисӑма хапӑл тӑвӑкансем, пролеттариата каппитталпа ҫапӑҫма вӗрентсе, сотсиалисӑма ҫывӑхарташшӑн тӑрӑшакансем. Халӗ темиҫе тӗрлӗ парттисем пулса пӗтнӗ, вӗсенчен пӗр Р. К. П. анчах Маркс вӗрентӳне чӑн пурӑнӑҫа кӳрттешшӗн тӑрӑшать, ытти парттисем каппиттала сутӑннӑ.
Сотсиал-револьутсионерсем, ессерсем, ессерсен партьтьи — Инттеликентси инттересӗсемшӗн тӑрӑшакан политтиккӑ партти, патша влаҫне пӗтерес ҫӗрте террор метточӗсемпе кӗрешнӗ. Октапӗр Револьутси хыҫҫӑн темиҫе пайа саланса пӗтне, хӑйӗн пуршуаҫи майлӑ ӗҫӗсемпе ӗҫлекенсене, хресченсене хӑйӗнчен сивӗтнӗ пирки, Канаш влаҫне хирӗҫ тӑнӑ пирки пӗтсе ларнӑ. Нумайӗше — пуршуаҫи йенне куҫнӑ, нумайӗшӗ комуниссемпе пӗрлешше кайнӑ.
Сотсиалис — Сотсиалисӑма хапӑл тӑвакан, сотсиалисӑмшӑн тӑрӑшакан.
Сотсиалисӑм — Малалли ҫынсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен калакан верентӳ: пур ӗҫлемелли орутисем, хатӗрсем пӗтӗм опчӗствӑн пулмалла, пур тӑвакан, тупакан йапаласем (протуктӑсем) пурне те пӗр пек валеҫӗнмелле, пур те пӗр пек ӗҫлесе пурӑнмалла, пур ҫын та пӗр тан, никам та тепӗринчен аслӑ пулмалла мар, мӗн пур тӗнчери халӑхсем пӗр тӑван пек пурӑнмалла тесе вӗрентет.
Сотсиалла — Опчествӑлла. Сотсиалла ыйту — мӗн пур ҫын опчӗствнн ыйтӑвӗсене, опчӗствӑна меллӗ майпа улӑштарса аванлатассине пур йенчен те пӑхсӑ пӗтерекен ыйту. Сотсиаллӑ науккӑсем — опчӗствӑ ҫинчен вӗрентекен науккӑсем: политтиккӑ еккономи, истори т. ы. Сотсиаллӑ револьутси — опчӗства пурӑнӑҫне тӗпӗ йӗрӗпе, ӗҫлекенсен инттересӗсем майлӑ, пӑсса ҫӗнӗрен тӑвакан револьутси.
Сотсиолоки — Етем опчӗствин пурӑнӑҫӗ сакконӗсене тӗрӗслесе вӗрентекен науккӑ.
Совет — Канаш.
Сойус — Пӗрлешӳ, килӗшӳ, ушкӑн.
Сойусник — Пӗрлешекен.
Соолӑк — Соолокине ӑста пӗлекен.
Соолоки — крек. — Тӗнчене пӗлекен науккӑн чунлӑ йапаласем ҫинчен вӗрентекен пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-19 21:17:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4359 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем